Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ман юрлас килет (Шавлама)

Ман юрлас килет,
Сассӑм-ҫке тухмасть.
Макӑрас килет,
Куҫҫулӗм тухмасть.

Ҫак ҫула ҫитсе,
Телей эп курман.
Телее кӗтсе,
Иртрӗ пурнӑҫ ман.

Асап та хӗн-хур
Маншӑн ялан пур.
Ҫутӑ кун анчах
Курӑнмасть пачах.

Пуҫӑм усӑнать,
Туртӑнать ҫӗре.
Чунӑм пӑлханать,
Тем шырать чӗре.

Тус-юлташ тени
Виҫӗ пуса ҫеҫ.
Паян кун кашни
Пӗтессе кӗтеҫ.

Мӗншӗн пурӑнас
Телей пулмасан.
Телей курӑнмасть
Пурнӑҫра нихҫан.

Ҫынна пуҫ тайса
Пурнаяссӑм ҫук.
Авӑра кайса
Сикеес пуль, теп.

Вара ман ҫинчен
Пӗлмӗ никам та.
Пӗр-ик ҫул иртсен
Юлмӗ юррӑм та.

Авӑр тӗпӗ ман
Мӑшӑрӑм пулӗ.
Пӑла шывӗ ман
Аннеҫӗм пулӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шавламан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 22:33:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2272 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем